(Ҫыравҫӑ кун-ҫулӗн паллӑрах тапхӑрӗсем)<<
Манӑҫлӑхран таврӑннисем — Михаил Петров-Тинехпи, Мӗтри Юман, Гаврил Алюнов, Николай Никольский, Кури Вантер, Сергей Ялавин, Алексей Милли тата ыттисем, Виктор Рзай пекех, ҫӗн пурнӑҫа шанса кӗрешнӗ, ырӑпа усал хушшинче ҫунса кӗлленнӗ. Ӗмӗрӗсем вӗсен ийе чӑмланӑ пӗр шӑпаллӑ. Анчах ячӗсем таса, ӗҫӗсем вилӗмсӗр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн хисепӗ пысӑкланса пырать.
Виктор Рзай Вӑрмар хутлӑхӗнче (Чӑваш Республики) паллӑ ялта — Кавалта, сумлӑ кил-йышра 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Кавал — таврипе чаплӑ пасар ялӗ. Унта XIX ӗмӗртех чиркӳ, шкул, кантурсемпе хупах кӗрленӗ. «Шупашкартан Кавал таран, Ҫӗрпӳ, Чикме, Етӗрне урлӑ юрру сассийӗ кайӗ сан!» — тесе хавхалантарнӑ хӗрӳ чунлӑ Ҫеҫпӗл чӑваш ачисене, Рзайсемпе Миттасене.
Пӗчӗк Викторӑн пуҫӗ аван ӗҫленӗ, алли ҫыпӑҫнӑ. Анчах ашшӗ унран сӑвӑҫ мар, Кавал пасарӗнчи суту-илӳ ӗҫне хӑй пекех савакан ҫын тӑвасшӑн пулнӑ. Самани самаях урлӑ-пирлӗ ҫаврӑннӑ.
Ача-пӑча чунӗ ҫӗнни патне кармашнӑ. Вӑл ҫулсенче хунав ачасемпе яш-кӗрӗме комсомол хытӑ хускатнӑ. Исаев-Авраль Мӗтринчен кӑшт кӑна – ҫур ҫул кӑна! – кӗҫӗнрех Виктор ҫав хастарсем патнеллех туртӑннӑ. Тӑван-ҫке-ха Исаевсем! Тӑван тӑван та – анчах талпӑну расна! Ачалӑх тӗрлӗ. Мӗтри пӗчӗкле тӑлӑха юлнӑ, Мускаври ача ҫуртӗнче пурӑнса курнӑ. Пуянсене чӑтма пултарайман. Виктор ашшӗн Ехрем Захарович Исаевӑн вара Кавалта икӗ хутлӑ ҫурт, йӗри-тавра хуралтӑ. Картишӗнче тарасаллӑ пысӑк ҫӑл – таврари чейҫӗсене ӑмсанмалӑх! Чӗр кӗмӗл пек шывлӑ. Ҫӑлӗ халӗ те пур. Уҫӑ та сиплӗ, тӑп-тӑрӑ та шӑнкӑр-шӑнкӑр: Виктор Рзайӑн якатнӑ калавӗсенчи ҫыпӑҫуллӑ пуплевӗ пекех!
Нэп вӑхӑтӗнче чей лаҫӗ, шушкӑ-премӗк лавкки тытса курнӑ Ехрем Исаев «Нарспи» поэмӑри Тӑхтаман хӑраххи пулнӑ. Пуян ячӗ кӑмӑла кӑтӑкланӑ-тӑр та, анчах вӑл чӑваш хресченӗ ҫумне хура тарпа пӗрле кӑна ҫыпӑҫнӑ! Тарҫӑ-тӗрҫӗ пулман Рзайсен. Ку килте ӗҫрен хӑпма пӗлмен. Сӗтел ҫӳллӗш ӳснӗ ачисене Ехрем пичче ана пуҫӗ уйӑра-уйӑра панӑ, тыррине вырма вара уйӑх ҫутипех илсе тухнӑ.
Кӗр-кӗр ярмӑнккаллӑ Кавалта пысӑк ратнеллӗ Ехрем аслӑ Мӑнкуна та уяв пек туйман. Тӑван-хурӑнташ ӗрете тухнӑ чухне вӑл ваттисен йӑлине ячӗшӗн тытса пынӑ. «Пӗр-пӗр киле кӗрсен, каярах килнисем апат хушшине те ларса ӗлкӗреймен-ха, Ефрем Захарович васкатма та пуҫлать: «Часрах-часрах, вӑр-вар пулӑр!» – текелесе алӑкран каялла тухса та каятчӗ», - тесе аса илнӗ Матрӳн аппа – Матрена Яковлевна Исаева.
Ӗҫпе, ӗҫпе кӑна пурӑннӑ чӑваш ӗмӗрсем хушши! Пӗртен-пӗр улпут И.Я. Яковлев дворянин пур, унтан тата тепӗр ик-виҫ купца тупӑннӑ. Вӗсене те – Селиванпа Ехрем хуҫасене – таврари паллӑ Сейтулла тутарпа Забродин вырӑс сутӑҫсем таптаса тӑнӑ...
«Ӗҫ пӗтес ҫук. Ачасен вӗренес те пулать», – тенӗ ашшӗ пӗринче, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул. Вара хура кунне сакӑр ҫулхи Виктора ялти икӗ класлӑ (ултӑ ҫуллӑх) шкула ҫавӑтса кайнӑ. Унта Рзай вӑр-вар та лайӑх вӗреннӗ.
Кавал шкулӗ ӗлӗкех те, халӗ те чыс-хисеплӗ. Унӑн мухтавне маттур пулнӑ Виктор Рзай ячӗ те хӑпартса тӑрать.
«Эпӗ Виктор Рзая питӗ лайӑх ас тӑватӑп. Вӑл манран тӑватӑ ҫул аслӑрахчӗ. Ялти икӗ сыпӑклӑ шкултан 1920 ҫулта вӗренсе тухрӗ, эпӗ вара ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула тӑваттӑмӗш кӑларӑмпа 1928 ҫулта вӗҫлерӗм. Рзай шкул хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт ялтах пурӑнчӗ, ҫамрӑксен ячейкин секретарӗ пулчӗ. Шупашкарти совпартшкултан вӗренсе килчӗ, вара вулав ҫуртӗнче избачра ӗҫлерӗ. Ҫав вӑхӑтра ялти ҫамрӑксемпе спектакльсем лартаттӑмӑр, хӗрлӗ улахсем йӗркелеттӗмӗр. Ҫав каҫсенче Виктор хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене хавхаланса вулатчӗ, пӑхмасӑр калатчӗ».
Ҫӗршыва тӑвӑл тустарнӑ. Тӗрӗсси, тӗрӗс марри – пӗлсе пӗтерейӗн-и? Ашшӗ ывӑлне хӑваласа янӑ, ывӑлӗ ашшӗнчен сивӗннӗ...
Ашшӗ пирки Виктор Рзай сахал мар шухӑшланӑ. Василий Алакӗрпе ҫав лару-тӑру ҫинчен калаҫса курнӑччӗ. Лешӗн те, кунӑн та ашшӗсем кулак шутне лекнӗ. Вӗсен ҫурчӗсене, лавкки-арманӗсене туртса илнӗ. Ҫӗпӗр кӗтнӗ Рзайсемпе Алакӗрсене... Те ашшӗпе пӗрле пулмалла, те урӑх ҫулпа утмалла... Виктор Рзай ашшӗпе ячӗшӗн мар, чӑнласах урлӑ пулнӑ. Кулак вӑхӑчӗ ҫитичченех, нэп янкӑсланнӑ ҫулсенчех ывӑлӗ урӑх «ҫуна ҫине» ларнӑ. Ун чухне колхозсем тӑвасси инҫе пулнӑ-ха, кулак сӑмах та пичете лекеймен...
Ӑнлансамччӗ, атте, эп — сан мар,
Сан ҫулу ман ҫула юрамасть...
(«Юлашки ҫыру»)
Ку вӑл — пуҫтай сӑмахӗ, каҫарни, хурланни, пил ыйтни:
Шур старик, черккӳне тайӑлтар,
Юлашки хут паратӑп алла,
Юлашки хут санпа калаҫам,
Асӑнмалӑх лӑпкам ҫурӑмран...
Йывӑр туйӑм. Анчах тус-юлташӗсем самана кустӑрми ӑҫталла кӑлтӑртатнине ҫавӑн чухнех сиснӗ. Акӑ мӗнле «юратса тӑрӑхланӑ» Виктор Рзайран ун чухнехи паллӑ сӑвӑҫ Микихвер Ваҫанкка:
Каях, Ӑрсай, каях ҫав Кавалтан...
Витя, аҫу ҫинчен тек ан калаҫ –
Ҫӗн тӑванусем ҫӗлен пекех авкаланаҫ...
(Капкӑн, 1926, 12)
Кӗҫех ҫак «Ҫӗн тӑвансем — ҫӗлен пекех...» сӑмахсем тӳрре тухнӑ.
Пурнӑҫӑн пӗр тапхӑрӗ вӗҫленнӗ, тепри пуҫланнӑ. Малтанхи асамлӑхпа кайранхи асаплӑх хушшинчи ҫутӑ тапхӑр. Пултарулӑх хӗм сапнӑ вӑхӑт. Исаев Мӗтри «Канаш» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулхине Виктор Рзайӑн пуҫламӑш йӗркисем хаҫат ҫине ӳкеҫҫӗ. Лешӗ Самарти комсомол лавне кулӗннӗ ҫӗре ку
Шупашкарта сӑвӑ кӗнеки пичетлесе кӑларать, «Канаш» хаҫатри литература ӗҫӗнче 1929 ҫулччен тӑрмашать. Ытти хаҫат-журнала тӑтӑш ҫырать.
«Шупашкарта хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ чухне, 1927 ҫулта ҫулла (Кавал ярмӑнкки вӑхӑтӗнче), яла тӑванӗсем патне хӑнана килсен пирӗн шкула пырса тӗлпулу каҫӗнче «Пӑхӑр чӗлӗм» поэмине вуласа пачӗ. Ҫав каҫра эпӗ те пултӑм. Вал питӗ илемлӗ, тӗлӗнтермелле, аллисемпе чӗлӗм туртнӑ пек туса, выляса кӑтартса вуларӗ. Сӑввисене Маяковские хывса ҫырнӑччӗ, вуласса ун пекех вуланӑ-тӑр. Эпӗ ун чухне 7-мӗш класраччӗ», – аса илнӗ И.В. Владимиров.
ӖӖҫленӗ хушӑрах Виктор Рзай Хусанта педагогика институтӗнче вӗренме пуҫланӑ. Мӗншӗн Хусанта? 1928 ҫулта Шупашкарта институтсем пулман-ха... 1933-мӗш ҫулччен вӗреннӗ, унтан Тутарстанри ҫутӗҫ тӳре-шаралӑхӗнче тӗрӗслевҫӗре (инспекторта), Хусанти чӑвашла радиохаҫатра яваплӑ ҫыруҫӑра тӑнӑ, 1933 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, Чӑваш ҫыруҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Тӗлпулусем, тавлашусем, докладсем, каҫсем. Ҫӗнӗ калавсем, повеҫсем, тавлашуллӑ статьясем ҫырнӑ.
1934 ҫулта июнӗн (ҫӗртмен) 4-мӗшӗнче Виктор Ефремович Рзая СССР писателӗсен союзӗн членне илнӗ, Максим Горький алӑ пуснӑ 1751 хисеп паллиллӗ билета чыслӑн панӑ.
Телей ҫитнӗ темелле, савӑнмалла пек. Анчах – турри парать те, усалӗ хӑйӑрса илет. Ҫӗршывра та, литература хирӗнче те хаяр тытӑҫусем пуҫланаҫҫӗ. 1935 ҫулта ҫыравҫа тискеррӗн ура хураҫҫӗ, тапӑнаҫҫӗ.
1936 ҫулта вӑл каллех Хусана тухса каять.
Тутарстанри вӑтам тата аслӑ шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентме пуҫлать. Лермонтова, Пушкина пӑхмасӑр пӗлет, «Евгений Онегин» романа пуҫӗнчен вӗҫне ҫити такӑнмасӑр каласа пама пултарать. Анчах... каллех анчах. Чӗмпӗр енне куҫса каять, облонора тӗрӗслевҫӗ пулать. Кӑштахран шкула куҫма тивет.
Самант савӑнӑҫ килнӗ вӑхӑтра Виктор Рзай авланнӑ. Чун йӑпатмӑшӗ чӗвӗлти Наташа ҫуралнӑ. Элеклӗ-сутӑнчӑклӑ ҫил-тӑвӑл телей пиллемен. Уйрӑлнӑ. Наташӑна ҫырупа, укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑнӑ.
Юрату хӗвел мар. Хӗвел тухать те анать, анчах сӳнмест. Юрату сӳнет те ҫӗнӗрен ҫутӑлмасса та пултарать. Ӑшшӗн, Ехрем Захаровичӑн, иккӗмӗш юратӑвӗ ҫуралнӑ-ҫке-ха, ывӑлӗн вара ӑраскалӗ пулмӗ-ши? Малтанхи мӑшӑрӗнчен Ехрем Исаевӑн тӑватӑ ача юлнӑ: Герман, Клавье, Виктор – тата Елинкка. Ах, ҫав тӑвансем! Клавье аппӑшӗ ав те пӗлсе, те чухламасӑр шӑллӗне вута чикнӗ. «Вулама юраман кӗнекесене упранӑ вӑл», – тесе каланӑ. Тӑван анне ачи мар пекех! Ашшӗ иккӗмӗш хут авлансан вӗсен тата пӗрер шӑллӗпе йӑмӑкӗ тупӑннӑ: Михаилпа Мария. Чимӗр-ха, сывах вӗт пурте, чиперех...
Тутарстанри Чистай хулинче Рзайӑн ҫӗнӗ ӑрӑсӗ тупӑннӑ. Кунта вӑл медицина училищинче 1940 ҫулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентме пуҫланӑ. Пӗррехинче ӑна Вильям Шекспирӑн «Гамлет» трагедийӗ тарӑх ҫырнӑ хӑйлав тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ. Ахальтен тетӗр-им? Ҫук. Хисеплӗ вӗрентуҫӗне типтер ҫеҫ мар, хайлав ӑсталанӑ чиперкке студентка та шутсӑ-рах килӗшсе кайнӑ. Хура-шур курнӑ Виктор-вӗрентӳҫӗпе 12 ҫул кӗҫӗн Лисук-вӗренекен хушшинче асамлӑ юрату ҫуралнӑ. Ӗмӗрлӗхе. Кун-ҫул тӑршшилӗх. Часах вӗсем пӗрлешнӗ. Вара пӗтӗм ырлӑх-шырлӑх витӗр пӗрле утнӑ, пӗрле чӑтнӑ, пӗрне-пӗри нихҫан та ӳпкелесе курман. Сайра телей!
Лисук – Елизавета Петровна – ҫап-ҫамрӑк чухне ҫырнӑ хайлав паянчченех тирпейлӗн упранать. Ытти ҫырусемпе пӗрле ҫав тахҫан-тахҫанхи хута та пӳлӗх саламӗ вырӑнне хурса вуларӑм.
Елизавета Петровна медсестрара – сывлӑх хуралӗнче ӗҫленӗ, вӑл мӑшӑрне ӑнланма та, упрама та пӗлнӗ. Иккӗшӗн иксӗлми савӑнӑҫӗлӗх пӗр хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗннӗ: хӗрӗ – Офелия Викторовна, Шекспирӑн сӑвӑллӑ трагедийӗнчен пурнӑҫа килнӗскер, халӗ Шупашкарта пурӑнать, врач-терапевт. Унпа эпӗ 1982 ҫулта ашшӗн ал ҫырӑвӗсене, сӑн ӳкерчӗкӗсене, ҫырӑвӗсене вӑрахчен пӑхса-вуласа ларнӑччӗ. Ҫыравҫӑн ывӑлӗ – Виктор Викторович Рзай – инженер, Днепропетровск хулинче. Ашшӗ пекех пултаруллӑ, ӑслӑ, туре чунлӑ ҫын теҫҫӗ. 1996 ҫулта Чӑвашсен гуманитари институтӗнче В.Е. Рзайӑн 90 ҫулне конференци ирттерсе паллӑ турӗҫ. Унта Офелия Рзай вӗри куҫҫулӗсене чараймарӗ – савӑнӑҫпа хурлану унӑн кӑкӑрне тытса илчӗ...
Ачи-пӑчи пӗчӗккӗ чухне ашшӗ-амӑшӗ телейлӗ. Пӗчӗккин кулли, селӗп сӑмахӗ, ҫӑмӑл утти, таса сывлӑхӗ чуна та, куҫа та ӑшӑ варкӑш парса тӑрать. Анчах ҫав вӑхӑт вӑраха пымасть. Кайӑк та йӑваран вӗҫет, ача та умран анать. Хаяр вӑрҫӑ килсе ҫапсан Рзайсен телейӗ вӗҫленет.
1944 ҫулта В.Е. Рзай Тутарстанран Канаша куҫса килет. «Чӑваш коммуни» хаҫатӑн ялсем тӑрӑх ҫӳрекен ятарлӑ хыпарҫи пулса тӑрать. Ҫак кӗске вӑхӑтра вӑл чӑвашла та, вырӑсла та нумай ҫырнӑ. «Романыч» калавӗ, тӗслӗхрен, малтан чӑваш хаҫатӗнче, унтан «Красная Чувашия» (хальхи «Советская Чувашия») питӗнче ҫапӑнса тухнӑ.
Виктор Рзай хайлавӗсенче те, пурнӑҫра та – вӗрентӳҫӗ, педагог-шухӑшлавҫӑ. 1945-1966 ҫулсенче вал Канашри медицина училищинче тата учительсен институтӗнче вӗрентнӗ. Канаш студенчӗсем ӑна юратнӑ, хисепленӗ. Вал хӑйӗн ӗҫӗпе, ӑсӗпе, тыткаларӑшӗпе яш-кӗрӗме ҫирӗп чунлӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та таран асӑмлӑ пулма, Тӑван ҫӗрпе тӑван халӑха юратма та уншӑн чӑтма вӗрентнӗ. Хӑй чӑтнӑ. Нӑйкӑшман. Ӑна кура ыттисем те ҫирӗплӗхе ӗненнӗ.
Чӗнменлӗх — ухмах чеелӗхӗ е ӑс-тӑн кулли теҫҫӗ. Ахӑртнех, Канашран Ҫӗмӗрле хутлӑхне е Куславкка еннелле пуйӑспа ларса ҫӳренӗ чухне (ватлӑх кунӗсенче вӑл унти шкулсенче ӗҫленӗ) чӗмсӗр ҫыравҫӑ-куҫаруҫӑ тӗнче ӑс-хакӑлне хӑй пуҫӗ тавра ҫавӑрнӑ пулӗ...
Рзай ачасене ӗмӗрӗпех юратнӑ. Вал ҫынсен ачисене те, хӑйӗнне те тӗрӗс-тӗкел пӑхса Ӳстерес тесе ӳркенми тӑрӑшнӑ. Хусанти медицина институтӗнче вӗренекен Офелия патне янӑ вӑрӑм ҫырусене авалхи ҫутлӑхҫӑсен трактатне вуланӑ пек чарӑна-чарӑна вуларӑм: «Доченька наша! Тебе, вижу, временами бывает грустно. Надеждочка наша, не поддавайся этому настроению. В жизни, конечно, есть немало плохих вещей, но в ней есть и хорошее, прекрасное. Если бы она вся была хорошая, то мы и не знали бы этого хорошего, прекрасного, не могли бы стремиться к нему, не могли бы и не умели бороться за него. Не бывает же все время так, чтобы все получилось! Иногда и не получается, иногда что-нибудь и просмотришь, не учтешь. Ну что ж, пусть не получилось в этот раз, а в другой раз получится. Пока что-нибудь не получается – не отчаивайся, не поддавайся грусти. Не поддавайся этому настроению и тогда, когда видишь нехорошее, некрасивое, дурное в поступках и делах людей. Помни всегда, что есть и другие люди, которые не делают тех поступков, некоторым дорого то же самое, что и тебе. Стало быть, ты не одна на свете, у тебя есть друзья...»
Вӑрҫӑ ачисен ӑрӑвӗ ашшӗсен вӑрӑм ҫырӑвӗсене питех вуласа курайман. Виҫ кӗтеслӗ ҫырусем кӗске те сыхӑ пулнӑ. Вӗсем те кӗтнӗ чухне килсе тӑрайман. Тен, ҫавӑнпах пулӗ ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ патне лӑпкӑн, ӑс парса ҫырнӑ ҫырусене ятарласа кӗнекелӗх пухас килет. Ан тив, вулаччӑр вӗсене ыттисем те — туссем, юлташсем, тантӑшсем. Пулас ӑрусем вулаччӑр.
Виктор Рзайӑн тус-юлташ нумай пулнӑ. Вӗсем ӑна инкекрен хӑтарса пынӑ, ӳксен тӑма пулӑшнӑ. Пӗрисем мӑн кӑмӑллӑн пӑрӑнса-йӗрӗнсе иртнӗ чухне, теприсем чун хаваллӑн алӑ тӑсса панӑ: хваттере янӑ, ҫул ҫине укҫа кив-ҫенленӗ... Такӑнчӑк шӑпаллӑ, пӗчченҫи хавхаллӑ, ватлӑх енне кайсан чылай чӗмсӗрленнӗ ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисем саланса пӗтмелле пек. Апла мар иккен. Пӗрле вӗреннӗ, ӗҫленӗ юлташсем, хӑй вӗрентнӗ шкул ачисемпе училище-институт студенчӗсем вӑрах вӑхӑтран Виктор Ефремович патне ӑшӑ ҫырусем ытларах ҫырнӑ. Ыр кӑмӑлпа, юратупа, пултарупа ҫын чӗрине ӑшӑ сапнӑ ӑс-хакӑл витӗмӗ вӗрентӳҫӗ патне вун-вун ҫултан хисеп-чыспа таврӑннӑ. Ҫавна этем ӑрӑсӗ тейӗпӗр те, Рзайӑн чунри пуянлӑхӗпе мӑнаҫланӑпӑр.
«Ҫӗпӗртен киле таврӑннӑ чухне, 1922 ҫулта, ҫӑкӑр татки тупас тесе пӗрисем патне тӑм ҫӑрма килӗшрӗм. Вите тума ҫӑраттӑмӑр. Эрнипех, иртен пуҫласа каҫчен ҫав ылханлӑ тӑмпа арпа-тислӗк хутӑшне ҫара урасемпе ашрӑм. Ҫыртса лартнӑ тӑм ӑшӗнчен малтан пӗр урине туртса кӑларатӑн, унтан – тепӗрне. Кашни утӑмрах ҫав чӗрӗ тӑм манӑн юлашки вӑй-хала ӗмсе илнине сиссе тӑраттӑм...» – кӑна Викторпа пӗрле ҫитӗннӗ тусӗ, кайран Липецкри ҫар академийӗнче вӗрентнӗ Степан Петрович Петров доцент ҫырса янӑ.
Ҫапла, пӗр инкекрен юлашки халпа хӑтӑлса тухатӑн, пуҫ ҫине тепри йӑтӑнса анать. Сармантейӗн пӗр сехри иртсе ӗлкӗреймест, тепри – е вӑрҫӑ, е тӗрме килсе ҫапать. Паллах, тӑм картине ура чикмесен те пурӑнма май пулнӑ. Тӗнче аслӑ, унта кашнин валлиех кӗнчеле пур. Рзай ӗҫпе кӑна тӑранса пурӑнма пултарнӑ. Вал хӑй ӗмӗрӗнче ултавпа суя, ҫӑткӑнлӑхпа сӗмсӗрлӗх паллине кӑтартма хӑюлӑх ҫитереймен. Мӗн тӑвӑн, ҫавӑн пек хапӑл. Сахал ун пек ҫынсем, питех сахал. Анчах пур. Чӑвашра – ытларах та. (Ҫавсене ӗнтӗ пасарта кӗрлекенсем «ушах» е «шур курак» теҫҫӗ.) Рзайсен – хӑйсен тӗнчи, таса курӑмсен тӗнчи:
Улӑх, уй-хир сана савса
Кӗмӗл тӗслӗ пулмарӗ-и?
Хура сӑнна шывпа ҫуса
Шур пирпеле шӑлмарӑн-и?
Виктор хӑйӗн ҫывӑх тусне Степан Петрова халалланӑ сӑран ку («Юлташа», 1926, «Ҫамрӑк хресчен» хаҫат). Ӑна Степан Петрович юратнӑ сӑвӑҫӑн 60 ҫулӗ тӗлне аса илнӗ – хӗрӗх ҫултан! Туслӑх ӑшши икӗ тантӑша ӗмӗр тӑршши сиплесе пынӑ.
Ватӑлсан Виктор Ефремович Канашран Шупашкара, Атӑл леш енчи хырлӑха (Сосновкӑна) хӗрӗ патне куҫнӑ. Сиплӗ ҫӗрте, ача-пӑча санаторийӗпе юнашар пурӑннӑ. Кунта вал 1966 ҫулта пенсие тухнӑ. Каллех литература ӗҫне таврӑнма, пуррине пӗр ҫӗре пухма, тӳрлетме пуҫланӑ. Шупашкарти ҫыравҫӑсемпе, студентсемпе тӗл пулса калаҫнӑ.
Йӑлтах ӑмсанмалла аван! Ҫут ҫанталӑк капӑр, ача-пӑча сапӑр, ӗнтӗ хӳтлӗх те пур, пенси те параҫҫӗ. Анчах элчел мӑскалӗ пӗчӗк, телейӗ хӗсӗк.
Йӗпчӗк (укол) вӗҫне ҫитсен енчӗк те ансӑр, тухтӑр та халсӑр.
Виктор Рзай чӗри 1970 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Ӑна Шупашкарти 2-мӗш масар ҫине — Ишлей ҫулӗ хӗрринчи Ботаника пахчине хисеплӗн-чыслӑн пытарнӑ.
Ҫӑлкуҫ
Станьял, В. П. Виктор Рзай / В. П. Станьял // Рзай, Виктор. Собр. сочинений = Рзай, Виктор. Ҫырнисен пуххи. – Чебоксары, 2004. – С. 7-15.